Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Предмет олимпиадисем пуçланчĕç

Предмет олимпиадисем пуçланчĕç

ÇУЛСЕРЕНЕХ ноябрь-декабрь уйăхĕсенче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципал тапхăрĕ иртет.

Кăçал вăл ноябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçланса декабрĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет. Шкулти олимпиадăра лайăх балл пуçтарнă вĕренекенсем 20 предметпа хăйсен пĕлĕвне муниципалитет шайĕнче кăтартĕç. Кăçалхи олимпиадăсене республикăри Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви хатĕрленĕ заданисемпе Шăмăршă тата Палтиел вăтам шкулĕсенче йĕркелетпĕр. Сăнанă тăрăх, олимпиада ыйтăвĕсем çăмăл мар, вĕсене хуравлама шкул программипе кăна çырлахма май çук _ тĕплĕн хатĕрленмелле, хушма литература тишкермелле.

Ĕнер район шайĕнчи пĕрремĕш олимпиада _ экономика предмечĕпе _ Палтиелĕнчи вăтам шкулта иртрĕ.

Е.КУДРЯШОВА.



12 ноября 2019
13:05
Поделиться