Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни тракторпа комбайн - пысăк савăнăç

Кашни тракторпа комбайн - пысăк савăнăç

ÇАМРĂК специалистсемпе тĕл пулса калаçатăн та, вĕсем нумай пĕлнинчен тĕлĕнетĕн. Паллах, пурин пирки те çапла мухтаса калама çук-ха: хăшĕ-пĕри пысăк яваплă ĕçе хăнăхса çитиччен чылай вăхăт иртет. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Шăмăршă тăрăхĕнчи специалисчĕ Валерия Барышова вара округри ял хуçалăх производствин кăтартăвĕсене йăлтах асĕнче тытать иккен, компьютера кĕрсе чакаланмасăрах мана цифра хыççăн цифра пĕлтерчĕ.

- Валерия Сергеевна, пирĕн вулакансене кĕскен те пулин хăвăрпа паллаштараймăр-ши?

- Эпĕ Пуянкасси хĕрĕ пулнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Шăмăршă округĕнчи представителĕ пулса ĕçлеме сĕнсен тỹрех килĕшрĕм. Ĕçĕ, чăнах та, йывăр, çав вăхăтрах интереслĕ. Яланах çынпа ĕçлемелле. Уйрăмах фермерсемпе тата харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсемпе тачă çыхăну тытма тивет.

- Каçарăр та çак ыйтушăн: «Валерия» ята аçупа аннỹ ахальтен суйласа илмен пулĕ?

- Тĕрĕсех калатăр. Аттен тăван тетĕшĕ - Валерий Кузнецов - Афган вăрçин паттăрĕ, Хĕрлĕ çăлтăр орден кавалерĕ. Атте мана унăн ятне хунă. Валерия ят мана ĕмĕр тăрăшшĕпех чунпа çирĕп пулма, Валерий Кузнецов пек пурнăçа юратма хавхалантарса тăрать.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
30 января 2024
09:12
Поделиться