Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çирĕм çул каяллахи куç умĕнче пекех

Çирĕм çул каяллахи куç умĕнче пекех

2004-ÇУЛХИ февралĕн 5-мĕшĕ Шăмăршă районĕн кун-çулĕшĕн çеç мар, пĕтĕм Чăваш Республикишĕн паллă кун пулса историе кĕрсе юлчĕ. Çак кун Шăмăршăра ĕçлĕ çул çỹревпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулнăччĕ.

... Февралĕн 3-мĕшĕ. Ĕç кунĕ пуçланнă кăна-ха. Редакцие Шупашкартан _ Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕнчен _ шăнкăравларĕç. Борис Мишкин редактора ыйтаççĕ.

Борис Васильевич трубкăна хăпăл-хапăл ярса тытрĕ те, мĕн калаçнине итлесе: «Çапла, çапла, пурнăçлатпăр!» _ тесе çеç хуравларĕ.

Вара пире тĕлĕнсе каймалли хыпар пĕлтерчĕ: Шăмăрша Раççей Президенчĕ Владимир Путин килетиккен, унăн ĕçне хаçатра тĕплĕн çутатма ыйтаççĕ. «Опытлă журналист», _ тесе, ку ĕçе редактор мана шанчĕ. Çак шухăша Чăваш Республикин Пичет министерствипе район администрацийĕ те хирĕçлемерĕç.

Хаклă хăнана кĕтсе районта пурте чупа-чупа ĕçлени çинчен çырса тăмăп. Владимир Владимирович тирпейлĕ те илемлĕ Шăмăршă ялĕпе, унăн ĕçчен халăхĕпе _ Чăваш Республикипе кăмăллă юлнине çеç палăртса хăварам. Шăмăршăра социаллă аталану программипе çĕкленĕ çурта _ Матвеевсен çемйине _ кĕрсе курни, район центрĕнчи модельлĕ библиотекăпа паллашни блокнот страницине çырăнса юлчĕç. Çĕр-шыв пуçлăхĕ Интернетпа çыхăннă компьютер залне пысăк хак пачĕ, библиотекарьсемпе ăшшăн калаçса хавхалантарса хăварчĕ. Владимир Владимирович библиотекăна «Мос- фильмăн» ылтăн коллекцийĕнчивидеофильмсен 50 кассетине парнелерĕ.

Çак кун Шăмăршăри нумай çын Президентпа алă тытсах калаçма пултарчĕ. «Уçă кăмăллă, питĕ ăслă çын», _ çапла хак пачĕç кайран асра юлнă тĕл пулу пирки район çыннисем. Вĕсен сăмахĕсем те 20 çул каялла блокнотра çырăнса юлнă.

Кĕçнерникун çанталăк сивĕччĕ, апла пулин те район администрацийĕ умне çĕр-çĕр çын пуçтарăннă. Пурте çĕр-шыв Президентне ăшшăн кулса, алă çĕклесе саламлаççĕ, çак тĕл пулу саманчĕсем сăн ỹкерчĕксенче упранса истори докуменчĕ пулса тăчĕç.

Президент, вăхăчĕ питĕ хĕсĕк пулин те (программăри кашни минут _ çирĕп шутра), халăхпа калаçма май тупрĕ, пурне те çирĕп сывлăх тата телей сунчĕ.

Владимир Путин район администрацийĕн пысăк залĕнче ял территорийĕсене шанчăклă та комплекслă аталантарас ыйтупа анлă канашлу ирттерчĕ.

Çав кунах Владимир Путин вертолетпа Шупашкара вĕçсе кайрĕ, Раççейри конфессисем хушшинчи çивĕч ыйтусем тăрăх иртекен канашлу ĕçне хутшăнчĕ.



Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» (Шемуршинские вести»)
12 февраля 2024
10:04
Поделиться